2008-2010 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Козлов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 76 ҫулта пулнӑ.
Михаил Васильевич 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине вӑл слесарь-монтажникрен пуҫланӑ. 1991 ҫулта ЖКХ тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ.
2010 ҫулта Михаил Федоров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Кӑнтӑр суйлав округӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне суйланма тӑнӑ, анчах хӑйӗн кандидатурине хӑй тӑратнӑ ҫынна выляса янӑ. Тепӗр ҫултан Патшалӑх Канашне ЛДПРтан суйланма тӑнӑ, анчах выляса янӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пӗтермелле. Ҫапла каланӑ Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Максим Семенов алӑ пуснӑ йышӑнӑва.
Анчах ку троллейбус ӗҫӗ-хӗлне пырса тивмелле мар. Мӗншӗн тесен кӑҫал ака уйӑхӗнче Чӑваш транспорт управленине хута янӑ. Вӑл Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар троллейбус управленийӗсене тытса тарӗ. Шупашкарти управленине ҫуркуннех республика харпӑрлӑхне панӑ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр муниципаллӑ округра иртӗ. Хальхинче Тӑвай муниципаллӑ округне суйланӑ. Ҫавна май Шупашкарпа ҫак округӑн уява хатӗрленме тытӑнмалла.
Палӑртмалла: Тӑвай муниципаллӑ округӗнче Республика кунӗ 2013 ҫулта иртнӗ. Кӑҫал вара уяв Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче Куславкка округӗнче савӑннӑ. Ун умӗн, 2021 ҫулта, уява Ҫӗмӗрле районӗнче йӗркеленӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Хуласен пӗтӗм тӗнчери кунӗ шутланать.
Чӑваш Енре 9 хула, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ республика пӗлтерӗшлӗ, тӑваттӑшӗ — район пӗлтерӗшлӗ. Республика пӗлтерӗшлисем ҫаксем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле. Район пӗлтерӗшлисем: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 64 проценчӗ хулара тӗпленнӗ.
Чи пысӑк йышлӑ хула — Шупашкар. Унта 496 пин ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта — 120 пинлӗ Ҫӗнӗ Шупашкар. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне пӗчӗк йышлӑ хуласем шутланаҫҫӗ, вӗсенче 8-шар пин ҫын пурӑнать.
Чӑваш Енри чи аслӑ хула, Шупашкар, 1469 ҫулта йӗркеленнӗ. Улатӑр — 1552 ҫулта, Ҫӗрпӳ — 1589 ҫулта, Етӗрне — 1590 ҫулта. Чи ҫамрӑк хула – Ҫӗнӗ Шупашкар (1960 ҫул).
Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пӗрер пуҫлӑх юлӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫавӑн пек пулнӑччӗ-ха. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн администраци пуҫлӑхӗсем (вӗсене тепӗр майлӑ сити-менеджер та теме тытӑнчӗҫ) пулса тӑчӗҫ тата Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тесе тире урлӑ ҫырма тытӑнчӗҫ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта малашне пӗр пуҫлӑхлӑ меслет ҫине куҫӗҫ.
Чӑваш Енре водород перекиҫӗ туса кӑларма тытӑннӑ. Ун валли ятарлӑ «Волжская перекись» предприяти хута янӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромра» вырнаҫнӑ.
Ҫак инвестици проектне «Оргсинтез» ушкӑн 11 миллиард тенкӗ хывнӑ. Унта халӗ 200 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Ҫитес ҫул нарӑс-пуш уйӑхӗсенче предприятире 50 пин тонна водород перекиҫӗ туса кӑларма тытӑнасшӑн.
Сӑмах май, унччен водород перекиҫӗн 60 процентне ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ. Ҫак предприятие хута яни пирӗн ҫӗршыва ку шӗвекпе тивӗҫтерме май туса памалла.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Унта арҫын пунӑҫӗ татӑлнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Тренккасси ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2107» тата «Урал» автомашинӑсем пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫиччӗмӗшӗн» водителӗ руле пӑрса янӑран хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
52 ҫулти арҫын (Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта хӑш машина водительне палӑртман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл машина лапчӑнсах ларнӑ. Апла пусан унӑн водителӗн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ тесе пӗтӗмлетмелле-тӗр) инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Инкек 16 сехет иртсен сиксе тухнӑ.
Хулари Завод урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑ подъезран 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче 2 ҫынпа 3 ача пулнӑ.
Пушар 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӑста артист, юрӑҫ, чӑваш фильмӗсен сценарисчӗ Надежда Кузьмина 50 ҫул тултарнине халалласа «Чӗререн савса» пултарулӑх каҫӗ пулӗ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унта артистка тӗп рольсене вылянӑ «Василиса кин кӗртет», «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп», «Как Настенька чуть кикиморой не стала», «Телей кайӑкӗ», «Чуххӑм Ванькка авланать — кай, кай, кай» спектакльсен сыпӑкӗсене курма май килӗ. Унсӑр пуҫне Надежда Кузьмина Альбина Юрату сӑмахӗсемпе ҫырнӑ «Арканчӗ юрату», «Ларсам эс юнашар, аннеҫӗм», Левтина Марье сӑввипе кӗвӗленӗ «Сӑр чикки» тата ытти юрра шӑрантарӗ.
Надежда Кузьмина 1973 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тукач ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Питӗрти театр ӳнерӗн патшалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Ҫӗнӗ Шупашкарти сӑнавлӑ театрта ӗҫленӗ. 1998 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине ертсе пыма вӑхӑтлӑха урӑх ҫынна шаннӑ. Ӗнер хула депутачӗсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑве иртнӗ. Унта ку тивӗҫе Максим Семенова пурнӑҫлама шаннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
Аса илтерер: унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пулнӑ. Анчах ӑна нумаях пулмасть йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |